Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра çĕнтернĕ

Наукăпа фантастика произведенийĕсен республикăри конкурсĕ чăвашла иртнĕ. Ăна асăннă жанр çуралнăранпа 60 çул тултарнине халалланă.

Конкурсра Чăваш Енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи 128 вĕренекен хутшăннă. Жюри йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вутлан шкулĕнчи Елена Андреева «Поэзия» номинацире – пĕрремĕш вырăн, Ехремкасси шкулĕнчи Николай Абанников «Проза»,  «Драматургия» номинацисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Кăçалхи декабрĕн 20-мĕшĕнче ЧГПУ-н чăваш филологийĕн факультетĕнче наукăпа фантастика произведенийĕсен, çавăн пекех, «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» сочиненисен конкурсĕсенче  çĕнтернисене чысланă.  Савăнăçлă мероприятие пирĕн районтан асăннă вĕренекенсем, çавăн пекех сочиненисен конкурсĕнче мала тухнă Карачура шкулĕнчи Алексей Максимов та хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 декабря 2008
00:00
Поделиться
;