Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çут тĕнчене 184 пепке килнĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2008 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.  Пĕлтĕр 184 ача çуралнă, унчченхи çулхине çут тĕнчене 203 пепке килнĕччĕ. Пуçласа хĕвел çути куракансенчен 93-шĕ – арçын ачасем, 91-шĕ – хĕр ачасем. Иртнĕ çул икĕ йĕкĕреше регистрациленĕ.

70 çемьери ачасем – пирвайхисем,  иккĕмĕшсем – 61 çемьере, 29 ача виççĕмĕш пулса тăнă, тăваттăмшсем – 16-ăн, 6 пепке – пиллĕкĕмĕш, 2-ĕн улттăмĕшсем.

Пĕлтĕр 367 çын пурнăçран уйрăлнă (2007 çулхинчен 21 сахалрах). Çак шутран 182-шĕ – арçынсем, 185-шĕ хĕрарăмсем. Арçынсем вăтам пурăнаслăхĕ – 60 çул, хĕрарăмсен – 78 çул.

2008 çулта 109 мăшăрланăва шута илнĕ (2007 çулта – 161 мăшăрлану). 45 мăшăр уйрăлни çинчен акт çырнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2009
00:00
Поделиться
;