Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредитпа туллин усă кураççĕ

Наци проекчĕсем хăйсене пулăшу кÿнине ял çыннисем лайăх ăнланса илчĕç. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ, харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма кредитсем илеççĕ. Акă, иртсе кайнă çулталăкра 417 хушма хуçалăх 60 миллион та 221 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитпа усă курнă. Çав шутран 42 миллион та 59 пин тенкĕлĕх 289 кредита Раççей Перекет банкĕн Элĕкри уйрĕмĕнчен панă, 17459 пин тенкĕлĕх  119 кредита – Раççей ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕнчен.  Тепĕр 9 çын кивçен укçана «Килĕшÿ» банк урлă илнĕ.

Наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа пурĕ 200 миллион та 996 пин тенкĕлĕх 1540 кредит панă. Ку вăл районти  харпăр хăй хушма хуçалăхсен 17,3 проценчĕ пулать.

Çăмăллатнă кредитсемпе Элĕк, Тавăт, Ехремкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансем  ăнăçлă усă кураççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2009
00:00
Поделиться
;