Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

А.Платоновăн ĕçне пысăк хак панă

Çак кунсенче  район пуçлăхĕ А.Платонов ячĕпе Мускавран Пĕтĕм Раççейри «Кадрсене эффективлă ертсе пырасси» координации канашĕнчен çыру килнĕ. Унта Анатолий Ивановича «2008 çулхи ертÿçĕ» наци премине «Административлă ресурс» номинацире илме тăратнине тата премин дипломанчĕн статусне панине пĕлтернĕ. Элĕк район пуçлăхне Наци премине Мускаври РФ Президенчĕн ĕçсен Управленийĕн çуртĕнче кăçалхи мартăн  27-мĕшĕнче парĕç.

Дипломантсене обществăлла консультаци канашĕ суйласа илнĕ. Ку канаш членĕсем чи малтанах регионти влаç органĕсемпе çыхăннă, вăл е ку кандидат пирки рекомендаци илнĕ. Координаци канашĕ Элĕк район пуçлăхĕн ĕçне пысăк хак панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 января 2009
00:00
Поделиться
;