Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Килти хуçалăхсем вăй илеççĕ

 Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхсенче ĕне выльăхсем 9388 пуç (районти мĕн пур выльăхсен 76,1 проценчĕ) шутланаççĕ. Çав шутран ĕнесем 5198 (81,6 процент), сыснасем – 1625, сурăхсем 10337 пуç.

Пĕлтĕр килти хуçалăхсенче аш-какай 4074,8 тонна, сĕт 20607,8 тонна, çăмарта 3816,1 пин штук туса илнĕ Уйрăм çынсен хуçалăхсем ял хуçалăх культурисем çитĕнтерессипе те япăх мар ĕçленĕ.Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2385,5 тонна, çĕр улми 20 пин тонна, пахча çимĕç 7712,9 тонна пухса кĕртнĕ.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕ 417 çемье 60221 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 января 2009
00:00
Поделиться
;