Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулталăка ăнăçлă пуçларĕç

Кăçалхи çул Çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса, районти хăш-пĕр хуçалăхсем 2009 çула ăнăçлă пуçларĕç. «Новый путь» хуçалăхри фермăсенче ĕçлекенсем сĕт сăвассине ÿстерсех пыраççĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ 14-15-шер килогрампа танлашать. «Алмаз» обществăри фермăра выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхса усрассине йĕркеленĕ. Ахальтен мар ĕнесем куллен 10-шар килограмм ытла  сĕт антараççĕ.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри дояркăсен кăтартăвĕсем те лайăх. Районĕпе илсен, кашни ĕне талăкра 9 килограмм сĕт парать. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, чылай пысăкрах.

Пĕтĕмĕшле илсен, районта юлса пыракан хуçалăхсем те пур-ха. «Родина», «Свобода» хуçалăхсенче сăвăм 3 килограмран иртеймест.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 января 2009
00:00
Поделиться
;