Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк боксерĕсем – малтисем

Хĕллехи каникул кунĕсенче республикăра çамрăк боксерсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕпе Чăваш Ен чемпионачĕ иртнĕ. Ку ăмăртусене Элĕкри бокс шкулĕнче вĕренкенсем те хутшăннă. Владимир Максимов тренер ертсе пынипе пирĕн ентешсем пысăк ăсталăх кăтартнă, малти вырăнсене йышăннă. 28 килограмлă виçере, акă, 1998 çулта çуралнă Дима Яковлев кашни вăйăрах çивĕч кĕрешнĕ, финалта Канашри Федор Ильина парăнтарса турнир чемпионĕ пулса тăнă. Унăн тантăшĕ, Алеша Еремеев, 34 килограмлă виçере Куславккари Степан Иванова çĕнтернĕ, вăл та чемпион ятне тивĕçнĕ. Çак виçерех 1995 çулта çуралнă Женя Петров Шупашкарти аташĕпе – Осиповпа тĕл пулнă. Кашни раундрах çаврăнăçуллă выляса Элĕк ачи тантăшне парăнтарнă. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 января 2009
00:00
Поделиться
;