Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Президент стипендине тивĕçнĕ

Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн хушăвĕпе студентсен тата республикăри çамрăксен представителĕсене пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипендисем пама йышăннине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Элĕк районĕнчен çаксем стипендиатсем пулса тăнă: Эльза Ильина, Элĕк ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн председателĕ, Никита Макаров, Питĕшкасси ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн председателĕ; Татьяна Павлова, Ехремкасси ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн членĕ; Авелина Терентьева, Ехремкасси ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн председателĕ; Евгений Николаев, Элĕк шкулĕнче вĕренекен; Алексей Сорокин, «Новый путь» хуçалăх механизаторĕ.

Асăннă çамрăксем кăçалхи çул уйăхсерен 1830-шар тенкĕ илсе тăрĕç. Вĕсене ăнăçу сунар.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 января 2009
00:00
Поделиться
;