Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксен çулталăкне – анлă çул

Раççей Президенчĕ кăçалхи çула Çамрăксен çулталăкĕ тесе палăртнă хушăва пурнăçа кĕртес тесе Элĕксем анлă программа палăртнă. Район çамрăкĕсен ăс-хакăлĕпе тавра-курăмне, хастарлăхне тата патриот туйăмне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлĕç районта. Çамрăксен çулталăкĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Анатолий Платонов уçрĕ. Культура çуртне пухăннă яш-кĕрĕм ăна тимлĕ итлерĕ. Шăпах вĕсен умĕнче анлă çул уçăлнине районăн пуласлăхĕпе малашлăхĕ те паянхи çамрăксенчен килнине палăртрĕ ертÿçĕ. Элĕк тăрăхĕнчи çамрăксене  ЧР вĕрентÿпе  çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова, ЧР сывлăхĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Георгий Степанов ăшшăн саламларĕç, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма тата пуçаруллă пулма ăнăçу сунчĕç.

Маттур тата хастаррисем, вĕрентÿре малтисем Республика Президенчĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем илчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура кăçал çемье çавăрнă çамрăк мăшăра тата пĕрремĕш ача çуралнă çамрăк çемьене те чысларĕç.



"Хыпар"
27 января 2009
00:00
Поделиться
;