Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисем куллен хушăнаççĕ

Пĕлтĕр районти халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центра 717 çын пынăччĕ. Çав шутран 560-шне ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтертĕмĕр.

Обществăлла ĕçсене пурĕ 102 çынна ятăмăр. Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе 293 вĕренекен усă курчĕç. Ĕçсĕр юлнă 50 çынна професси илме пулăшрăмăр. Апла пулин те кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне  ĕç вырăнĕсĕр юлнисем  157 çын таранах шутланаççĕ.

Çĕнĕ çула кĕнĕренпе ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ татах та çивĕчленчĕ. Ĕçе вырнаçасшăннисем центра килсех тăраççĕ. Вĕсен шучĕ 200 çынна та çитрĕ. 5 çын рабочи специальноçĕсене вĕренме кăмăл турĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2009
00:00
Поделиться
;