Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальте тупăшрĕç

 Кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче Элĕкри вăтам шкулта математикăна, информатикăна, физикăна вĕрентекенсен методика изделийĕсен районти фестивалĕ иртрĕ. Унта Тавăтри, Элĕкри, Юнтапари вăтам шкулсенчи вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Педагогсем ытларах слайд презентацийĕпе усă курнă уроксене иртерессипе тăрăшрĕç. Ку çĕнĕлĕх уроксене хатăрленессипе малтанах нумай ĕçлеме ыйтать, слайдсем тумалла, вĕсен кашнин урок структурине кĕмелле, валеçсе памалли, дидактика материалĕсене суйласа илмелле. Çавсене тĕпе хурса ĕçленĕрен уроксем интереслĕ те пуян пулнă. Тавăтри вăтам шкулти математикăна вĕрентекен М.З. Николаева, Элĕкри вăтам шкулти информатика учителĕ В.М.Путеров 1 степеньлĕ Дипломсене тивĕçрĕç. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2009
00:00
Поделиться
;