Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксен чи лайăх канашăсем

Районти çамрăксем пурнăçланă электронлă ĕçсен конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вăл «Элĕк районĕнчи çамрăксем: 2006-2010 çулсем» программăна пурнăçлас, ял тăрăхĕсенчи çамрăксен ĕçлĕ хастарлăхне аталантарас тĕллевпе иртнĕ.

Конкурс комиссийĕ çамрăксен канашĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăтартакан документсене, масăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленнĕ материалсене, мультимеди тексчĕсен пахалăхне тĕплĕн тишкернĕ. Пĕрремĕш вырăна Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Питĕшкасси тата Крымсарайккă ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕсем.

2008 çулта «Элĕк районĕнчи çамрăксем 2006-2010 çулсем» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессине лайăх йĕркеленĕшĕн Ехремкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Алина Андреева диплома тивĕçнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 января 2009
00:00
Поделиться
;