Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк тĕпчевçĕсен конкурсĕ

Çамрăксен çулталăкне халалласа тата шкулта вĕренекенсен патриот туйăмне вăйлатас тĕллевпе Элĕк районĕнче «Манăн çемье историйĕ - çĕршывăн ĕмĕрсен хушшинчи истори страници» темăпа 11-17 çулсенчи ачасен хушшинче конкурс йĕркелеме йышăннă. Вăл виçĕ номинаципе иртет:  «Манăн ăру историйĕ»,  «Тăван кил историйĕ», «Асаттесемпе аттесен паттăрлăхĕ».

Çамрăк тĕпчевçĕсем йăх-ăру тымарăпе кăсăкланаççĕ, несĕлсен çул-йĕрне тишкереççĕ. Мала тухнисем республикăри конкурса хутшăнĕç.

 



"Хыпар"
04 февраля 2009
00:00
Поделиться
;