Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк бизнес тÿпи пысăк

Элĕк районĕн пĕчĕк бизнесĕнче экономикăра ĕçлекенсен 29,9 проценчĕ шутланать. Пĕлтĕр пĕчĕк предпринимательство тытăмĕнче 1159 çын вăй хучĕç, çав шутран 367-шĕ уйрăм ĕç-хĕлпе.

Район территорийĕнче пĕчĕк предприятисем 55 ĕçлеççĕ, 10-шĕ – хресчен-фермер хуçалăхĕсем, вĕсенче вăйпитти çынсен 13,3 проценчĕ тăрăшать. Пĕчĕк бизнес ял хуçалăх предприятийĕсенче – 33,1 процент, строительствăра – 31,7, суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче – 10,2, транспортпа çыхăнура – 2,2, ытти предприятисенче 22,8 процент.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 февраля 2009
00:00
Поделиться
;