Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Январьте йыш хушăннă,18 ача çуралнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ январьти ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ уйăхра пурĕ 18 ача çуралнă: 6 арçын ача тата 12 хĕр ача. Пĕчĕк хĕрсене ытларах Анастасия тата Татьяна ятсем панă. Пĕрремĕш ача 6 çемьере, иккĕмĕшĕ 3 çемьере кун çути курнă. Виççĕмĕш ачасем 6-ăн, тăваттăмĕшсем 3-ĕн пулчĕç.

Çын вилни çинчен 30 акт çырнă, 14 арçын, 16 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Арçынсен ĕмĕрĕ 60 çулпа, хĕрарăмсен 71 çулпа танлашни палăрчĕ.

4 мăшăр пĕрлешнĕ, 3 çемье арканнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2009
00:00
Поделиться
;