Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хаваслă та тавçăруллă ачасем

Кам та кам КВН командинче пĕрре те пулин вылянă пулсан, вăл çак хаваслă вăйăран чылайччен уйрăлмасть. Çакна чăнласах çирĕплетрĕç районти культурăпа кану центрĕнче иртнĕ КВН-2009 фестивале хутшăннисем. Унта районти шкулсен командисем питĕ интереслĕ вăйĕсем выляса кăтартрĕç. Унччен миçе каç куç  хупманнине, тен, пурте пĕлсе çитереймест те пулĕ. Кашни номерне, кашни юррипе сăввине темиçе хут пăхса тухмалла вĕт-ха, темĕн тĕрлĕ шÿтпе кулăш шутласа кăлармалла. Культура çуртне пынисем вара ăста та пултаруллă, илемлĕ çамрăксен вăййине хаваспах сăнаса ларчĕç. Кашни команда ăмăртăва лайăх хатĕрленсе килнĕ. Шÿтсене хатĕрлени сцена культурипе этики йăлтах конкурс ыйтăвĕсене тивĕçтерчĕç.

КВН фестивалĕнче Элĕк шкулĕнчи «Çĕнĕ çынсем» командăпа Тавăт шкулĕнчи «Реклама роликĕ» команда çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Мăн Ямаш шкулĕнчи «Головастиксем», виççĕмĕшĕнче – Питĕшкасси шкулĕнчи «Ундиго ачисем». 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;