Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял хĕрарăмĕсем спортпа туслашнă

Ял çыннишĕн хĕл кунĕсем – кану вăхăчĕ.  Вутлан, Вăрманкаспа Татмăш ялĕсенчи хĕрарăмсем вара телевизор умĕнче ларса вăхăт ирттерес темен, сиплĕх гимнастикин каçĕсене йĕркелеме шутланă. Вутлан шкулĕн директорĕ Т.Сергеева хĕрарăмсен канашĕпе ялти вулавăшăн паха пуçарăвне ырласа йышăннă, вĕсене спорт залне уйăрса панă.

«Илемлĕхпе сывлăх урокĕсен» пĕрремĕш занятине ирттернĕ те ĕнтĕ. Лариса Макарова кĕлеткене çирĕплетмелли хусканусене туса кăтарнă, Виталина Лаврентьева библиотекарь «Çамрăклăх çăлкуçĕнчи чĕрĕлĕх шывне астивсе пăх» статьяпа тата сывлăх тытăмĕпе паллаштарнă. Хĕрарăмсем гимнастика хусканăвĕсене пурнăçланă, волейболла вылянă.Спорт занятийĕсене тунти кунсерен, юн кунсерен тата эрне кунсерен каçхи вăхăтра ирттерме йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;