Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Савăнма пĕлеççĕ

Вырăс Сурăм салинче клуб ĕçлемест те, пĕтĕм культура пурнăçĕ халĕ шкулпа вулавăш тавра «çаврăнать». Хуть те мĕн пулсан та йăлтах çынран килет. Ку тĕлĕшрен вырăссурăмсене ăнса пырать темелле. Кунти тĕслĕхлĕ вулавăша пуçаруллă, хăйĕн ĕçне юратакан Надежда Владиславовна Волкова çамрăк специалист ертсе пырать. Хăй тавра вăл ялти культура ĕçне пĕлсе туса пыма пултаракан çынсене пĕрлештернĕ. Вулавăш çумĕнче «Ветеран» клуб йĕркеленĕ. Г.Николаева, Г.Ржанова, В.Андреева, А.Михайлова, Э.Иванова клубăн чи хастар членĕсем пулса тăнă. Вĕсем халăхра ырă ята тивĕçнĕ. Пурнăçа юратакан çак маттур хĕрарăмсем хăйсен ялĕнче пурăнакансене çеç мар, кÿршĕ ялсенчисене те савăнăç кÿреççĕ. Анчахрах вĕсем Пиçенерти ватă çынсемпе тĕл пулнă. Ветерансен канашĕн ертÿçи Галина Николаева пухăннисене К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкĕсемпе паллаштарнă. Э.Иванова учительница баянпа ăста выляса кăтартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 февраля 2009
00:00
Поделиться
;