Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кооператорсем малаллах талпăнаççĕ

Кăçалхи кăрлачра районти потребительсен обществин таварçаврăнăшĕ 28,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав шутран ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕ – 27,7 миллион тенкĕ, курттăммăн сутмалли таварçаврăнăшĕ – 500 пин тенкĕ. Хатăрлев ĕçĕ иртнĕ çулхи кăрлачрипе танлаштарсан – 46,4 процент.

Харпăр хăй производстви 1,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Райпо предприятийăсем 1668 миллион тенкĕлĕх – пĕлтĕрхи кăрлачринчен 170 пин тенкĕ нумайрах тавар продукцийĕ туса кăларнă. Çапла, райпо пурнăç йывăрлăхне пăхмасăрах малалла талпăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;