Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Çĕр улми – 2009» отрасль куравĕ ĕçлерĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.Федоров та пулчĕ, сăмах каларĕ, Раççей  тĕп хулине  нумай çул чăваш çĕр улмийĕпе тивĕçтерсе тăрассипе килĕшсе татăлнипе пĕлтерчĕ.

Куравра ыттисемпе пĕрлех Элĕк районĕнчи Журавлев, Волков, Исаев фермер хуçалăхĕсем çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсемпе паллаштарма пултарчĕç. Вĕсен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме майсем пулчĕç, вăрлăх çĕр улми те сутрĕç.

Исаев фермер пĕлтернĕ тăрăх, курава аван тата вăхăтра йĕркеленĕ. Вăл çĕнĕ партнерсем тупас, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес енĕпе пысăк пулăшу кÿнине пытармарĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2009
00:00
Поделиться
;