Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурхи тĕллевсем пысăк

Ял хуçалăх предприятийĕсем хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăçалхи производствăпа финанс планĕсене палăртрĕç ĕнтĕ. Çур акинче районĕпе тĕш-тырăсене – 12192 гектар, çĕр улмине 1880 гектар çине акса-лартса хăвармалла, пушă выртакан 2500 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртмелле.

Паянхи куна районти хуçалăхсем 750 тонна ытла минераллă удобрени туяннă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 2 хут нумайрах. Удобренисен саппасне хресчен-фермер хуçалăхĕсем нумай хатĕрленĕ, ку енĕпе «Правда», «Алмаз», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсем вăрлăх суйласа-тасатса кондицие лартассипе ĕçлеççĕ. «Новый путь», «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсемпе «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ çурхи культурăсен пысăк тухăçлă сорчĕсене туяннă. Районĕпе кондициллĕ вăрлăх 66 процент.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 марта 2009
00:00
Поделиться
;