Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи ăста класс ертÿçисем

Районта тăваттăмĕш çул чи лайăх класс ертÿçисен конкурсне ирттереççĕ. Кăçал унăн пĕрремĕш тапхăрĕ кăрлачра пулнă. Унта 21 класс ертÿçи хутшăннă. 

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çине хитре те ырă кăмăллă, ăста та пултаруллă чи лайăх 9 класс ертÿçи тухрĕ. Вçсем пурте ачасем патне çул тупма, хăйсен ăсталăхне, чĕре ăшшине çынсене пама пултарчĕç.

 Ăмăртура пулнисем хăйсен педагогикăри пултарулăхне кăтартрĕç.  Çĕнтерÿçĕсемшĕн   конкурс вĕçленмен-ха. Элĕк шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Ф.Иванован, Мăн Ямаш шкулĕнчи истори учительницин Н.Данилован, Питĕшкасси шкулĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекен В.Серафимовăн район чысне республикăри конкурсра хÿтĕлеме тивĕ. Вĕсем «Класс сайчĕ» тематика баннерне хатĕрлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 марта 2009
00:00
Поделиться
;