Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аталану çулĕпе

 

Шĕмшеш тăрăхĕнче халăхран сĕт йышăнассине лайăх йĕркеленĕ çеç мар, вырăнтах тирпейлеме те май тупнă. Шведсен «Делаваль» фирмин оборудованине вырнаçтарнă. Куллен вăтамран икĕ тонна çурă таран сĕт пухаççĕ. Тата та интересли – Шупашкар тĕп пасарĕнче çак продукцие сутма павильон уçма пултарнă.

Аверкий Александрович ертсе пыракан «Партнер» хуçалăх иккĕмĕш çул çеç еçлет-ха, апла пулин те экономика кăтартăвĕсем япăхах мар. Пĕлтĕр, акă, тĕш тырă гектартан 20 центнер ытла пухса илнĕ. Çĕнĕ комбайн туяннă, кĕрхи культурăсене 300 гектар акса хăварнă.

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче паянхи кун 74 хресченпе фермер хуçалăхĕ шутланать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2009
00:00
Поделиться
;