Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наркотиксемшĕн çул хупă

Район администрацийĕн актсен залĕнче наркотиксен çулне пÿлессипе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Психикăна, ăс-хакăла пăтратакан пÿлĕмсене пÿлесси мĕнле пыни çинчен шалти ĕçсен пайĕн уголовнăй шырав уйрăмĕн аслă оперуполномоченнăйĕ Ю.Федоров каласа панă. Вăл кил картисемпе пахчасенче мăкăнь тупса палăртас тĕлĕшпе ял çыннисем правăна сыхлакан çĕченсемпе тачă çыхăнура пулманнине пĕлтернĕ.

Район больницин тĕп врачĕ В.Архипова поликлиникăра наркологи кабинечĕ ĕçлени, иртсе кайнă икĕ çулта çитĕннисем те, çул çитменнисем те наркомани чирне «çаклатманни» çинчен каланă.

Кун хыççăн ларура Питĕшкасси, Крымсарайкка, Ехремкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сăмах илнĕ. Вĕсем психикăна сиенлекен япаласене пĕтерессипе еплерех ĕçленипе паллаштарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2009
00:00
Поделиться
;