Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисем хушăнаççĕ

Халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен Вăрнарти центрăн Элĕкри уйрăмне çынсем килсех тăраççĕ. Пĕр уйăхра вăтамран 80-100 çын таран кĕрсе тухать. Пĕрисем ĕç вырăнĕ тупса пама, теприсем сĕнÿ-канаш енĕпе пулăшу ыйтаççĕ.

Иртнĕ çулхи икĕ уйăхра учетра 178 çын тăнă пулсан, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне ку хисеп 250 çынна çитрĕ. Ку таранччен 43 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтертĕмĕр. Вĕсене ытларах обществăлла ĕçсене янă. 7 çынна рабочи профессийĕсене илме вĕренме ятăмăр.

Ĕçсĕррисене пособи парассипе парăм çук, вĕсене февраль уйăхĕшĕн те тÿленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2009
00:00
Поделиться
;