Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çемьесене – патшалăхран пулăшу

Çамрăк çемьесене пурăнмалли кил-çурта лайăхлатма пулăшасси – республикăра тĕп çул-йĕрсенечен пĕри. «Çамрăк çемьесене 2002-2015 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма патшалăх енчен пулăшу парасси» программăна пурнăçа кĕртсе Элĕк районе кăçал республика бюджетĕнчен 546,5 пин тенкĕ укçа килнĕ. Асăннă суммăпа хваттер туянас е кил-çурт çавăрас тĕллевлĕ çамрăксене тивĕçтереççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче Шĕмшеш салинчи Андреевсем хваттер туянма 324,0 пин тенкĕлĕх тавăрса памалла мар субсиди илме свидетельствăна тивĕçрĕç. Çавăн пекех Асамат ялĕнчи Ефимовсен çемйи те кун йышши çăмăллăхпа усă курĕ. Вăсем те 194,4 пин тенкĕлĕх патшалăхран пулăшу илĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;