Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăхăт тимлĕх ыйтать

Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе ĕçсем пыраççĕ. Кăçалхи хĕрÿ тапхăра ирттерме дизель топливи – 130, автомобиль бензинĕ 42 тонна кирлĕ. Паянхи куна илсен, дизель топливине – 84 (64,2 процент), автобензин 22 тонна (52,6 процент) туяннă.

Ял хуçалăх техникине юсассипе те ĕçсем пуçланчĕç. Хальлĕхе тракторсен 73 проценчĕ, груз турттаракан машинăсен – 85, сеялкăсен – 83, культиваторсен – 91, плугсен 78 проценчĕ çеç юрăхлă.

Хуçалăхсенче минераллă удобренисене туянассипе те тимлеççĕ. Пулăх таварăсене пурĕ 760 тонна янтăланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;