Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çивĕч ыйтусене хускатнă

Районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче халăхпа тĕл пулса калаçма района ЧР Хула строительствипе общество инфраструктурине  аталантарас министрествăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн начальникĕ Сергей Глотов, Федерацин регистраци службин Чĕваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи тивĕçĕсене пурнăçланакан – ЧР Патшалăх тĕп регистраторĕ Екатерина Карпеева РФ сывлăха сыхлас ĕç профсоюзĕн республикăри организацийĕн  председателĕ Владимир Григорьев килнĕ.

Пĕрремĕш тĕл пулу район администрацийĕн актсен залĕнче иртнĕ. Кунта Е.Карпеева ял тăрăхĕсен çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем умĕнче харпăр хăй хушма хуçалăхĕсенче çĕр участокĕсемпе пайĕсене регистрацилесси çинчен каласа панă. Унтан информаци ушкăнĕ Федерацин регистрации службин Чăваш Республикипе ĕçлекен правленийĕн Вăрнар уйрăмĕнчи Элĕк секторĕнче тата ытти çĕрте пулнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 марта 2009
00:00
Поделиться
;