Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Иван Игнатьев: «Пянхи ÿсĕм – малашлăхăн никĕсĕ»

Самана таппине туйса, çĕнĕлĕхсене витĕр курса тăрать Элĕк районĕнчи «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Иван Николаевич Игнатьев. Хăшĕ-пĕри нăйкăшса ларнă вăхăтра вăл малалла ăнтăлмалли çул-йĕре палăртать. Асăннă хуçалăх районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче. Иртнĕ çул сĕт сăвассипе Чăваш Енре иккĕмĕш вырăна тухнă. Тĕпрен илсен «Новый путь» ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата продукции илессипе ăнăçлă ĕçлет.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ. Ашшĕпе амăшĕн ĕç биографийĕсем тăван хуçалăхпа çыхăннă, ашшĕ – ял Канашĕн секретарĕ, председателĕ, колхозри партком секретарĕ, каярах председатель те; амăшĕ уй-хирте тăрăшнă, каярах фермăра вăй хунă. Çемьере асли пулнă май Ваня пĕчĕклех фермăна çÿренĕ, амăшĕ ăна 6 çултах лашапа çÿреме вĕрентнĕ. Тăван çĕр пархатарне курса ÿснĕскер кашни ĕçĕн хăйĕн лайăх енĕ пуррине çамрăклах ăша хывнă. Каччă аслă пĕлÿ илсе тăван хуçалăхшăн ырми-канми ĕçлеме тĕв тунă.

Иван Николаевич «Новый путь» хуçалăха ÿсĕм çулĕпе саккăрмĕш çул ăнăçлă ертсе пырать.

Анатолий Платонов, Элĕк район пуçлăхĕ: «Новый путь» хуçалăхра туса илекен продукци калăпăшĕ район шайĕнче çурри ытла. Ун пекки тепĕр икĕ хуçалăх пулсан ял  хуçалăхĕшĕн пăшăрханмăттăм.

11 яла пĕрлаштерекен хуçалăхра 175 –çын вăй хурать, çу кунĕсенче ку хисеп 228 çитет. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса. кашнин ĕçне тивĕçлĕ хак парать ертÿçĕ, пуринчен те çирĕп ыйтать. Паянхи çитĕнÿсемпе лăпланса лармасть вăл, ыранхи çинчен шухăшлать, тăкаксене пĕчĕклетсе тупăш ытларах илмелли çул-йĕре палăртать. Агропромышленноç тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене тишкерсе хуçалăхшăн усăллине пурнăçа кĕртме тăрăшать. Акă сĕт сăвăмне пăрăхсем тăрăх йĕркелессине те республикăра вĕсем малтисен ретĕнче пуçăннă.

И.Н.Игнатьев 1963 çулта Элĕк районĕнче Анатри Хорнсор ялĕнче çуралнă. Мускаври К.И.Скрябин ячĕллĕ ветеринари академине пĕтернĕ. Ĕç биографине тăван хуçалăхри  Юлăш уйрăмĕнчи ветеринари санитарĕнчен пуçланă. Унтан осеменатор, ферма заведующийĕ, тĕп ветврач пулнă. 2001 çултанпа хуçалăх тилхепине çирĕп алăра тытса пырать.

– Тĕпрен илсен эпир выльăх-чĕрлĕх отрасльне эффективлă аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр, – тет Иван Николаевич хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 19973,9 центнер апат единици хатĕрлерĕмĕр. 2007 çулхипе танлаштарсан – 238 процент. Паянхи куна фермăсенче 1100 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутра – сăвакан 400 ĕне. Унсăр пуçне 1300 пуçа яхăн сысна усратпăр. 2008 çулта çĕнĕ вите тата теприне реконструкци турăмăр. Пин тонна упрамалăх тырă склачĕ хута кайрĕ.

Самăртма хупнă сыснасем 2008 çулта вăтамран 600 грамм ытла ÿт хушнă. Мăйракаллă шултра выльăхсем – 700 грамм. Кашни ĕнерен 5700 килограмм сĕт сунă. Уйрăм дояркăсен кăтартăвĕ 6 пинрен те иртет. Сăмахран, Мария Тихонова Зинаида Багрова, Лариса Михайлова ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Республикăри ăратлă выльăхсен куравĕнчен 3 çулта 6 медаль илсе килнĕ, вăл шутра иртнĕ çулта – иккĕ.

Хуçалăхăн пурĕ 2598 гектар çĕр, вăл шутра тĕш тырă 1500 гектар йышăнать. Пин гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк çитенет. Кĕрхи культурăсене 500 гектар çинче акса хăварнă. Çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса ĕçленĕрен иртнĕ çул 3600 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, тухăç 26,6 центнерпа танлашнă. Мĕн акатăн - çав шăтать тенĕ халăхра. Хуçалăхра паха кондициллĕ вăрлăхпа кăна ĕçлеççĕ. Çур акинчен 385 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, халă 500 тонна пысăк репродукциллĕ вăрлăх пур.

-          Çур акине эпир хатĕрленсе çитнĕ тесен те  юрать, – кăмăллăн пĕлтерет Иван Николаевич – Машина-трактор паркне çĕнетсех пыратпăр. Юлашки çулсенче чылай ĕçе механизацилерĕмĕр. Иртнĕ çул пурлăх никĕсне çирĕплетме тата çĕнĕ техника туянма 10 миллион тенкĕ ытла хыврăмăр. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли «МАРАЛ - 125» комбайн, КамАЗ автомашина, утă çулмалли агрегатсем, икĕ культиватор туянтăмăр. Сĕт пахалăхне лайăхлатассипе те нумай ĕçлетпĕр. Кăçал маларах вырнаçтарнă сĕт пăрахĕсене çĕнетесшĕн.

Хуçалăхра кирек хăш отрасльре те специалистсем çителĕклĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ.

Тĕнчери финанс кризисĕ «Новый путь» хуçалăх ертÿçине халиччен усă курман резервсемпе туллин усă курмалли мельсене палăртма хистет. Иван Николаевич кун пирки пĕртте иккеленмест. Çаврăнăçуллă ертÿçĕ хăй пĕлнипе кăна çырлахмасть, ыттисене те вĕрентет. Сăмахран, республикăри районсенчи ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем те ун патне пыраççĕ, ĕç опычĕпе палашаççĕ.

Чи кирли  - И.Игнатьев ĕçлекен çынна хисеплеме пĕлни.  Пурне те курма, асăрхама мехел çитерет вăл. Çу кунĕсенче ырми-канми тăрăшакан механизаторсем 25-30 пин тенкĕрен кая мар ĕçлесе илеççĕ. Унсăр пуçне утă-улăм, тыр-пул параççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем килте те выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илме пултарччăр тет маттур председатель .Çавăнпа та ку тăрăхра пурăнакансем хуçалăхра ĕçлесех тулăх пурăнаççĕ. Ĕçре хастаррисене Иван Николаевич «Хыпар» хаçата иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнса парасси çинчен пĕлтернĕ. 

 

 



"Хыпар"
21 марта 2009
00:00
Поделиться
;