Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра çĕнтернĕ

Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча искусство шкулĕнче республикăри «Хаваслă пушмак» тăваттăмĕш конкурс-фестивалĕнче Элĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсем те хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. «Соло» номинацире ташласа, Мария Ефимова куракансен те, жюри членĕсене те тĕлĕнтеремеллипех тĕлĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. «Ладушки» ташă ушкăнĕнчи ачасем вара «Формейшн» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Жюри членĕсем Ирина Терентьева хореографăн пысăк хакне панă.

Искусство шкулĕн администрацийĕ хăйсен вĕренекенсен пултарулăхĕпе савăнмаллипех савăнать. Ара, «Ладушки» ушкăн тĕрлĕрен конкурссемпе концертсене хутшăнса кашнинчех дипломсене грамотăсем çĕнсе илет вĕт-ха.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 марта 2009
00:00
Поделиться
;