Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Алла-аллăн 50 çул

Юнтапа ял тăрăхĕнчи Ольга Семеновнăпа Иван Максимович Максимовсем 1959 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче хăйсем пĕрне-пĕри юратни çинчен пĕлтернĕ те, халĕ, авă, 50 çул алла-аллăн пурăнаççĕ.  «Юрататăп эп сана!» - тесе шăкăлтатаççĕ те мăшăрсем, çак тăван сасăсем çур ĕмĕр ĕнтĕ чĕрене çуркунне çурăлакан çĕмĕрт çеçки пек ăшăтса  тăраççĕ.

Терт-нушипе савăнăçне сахал мар чăтса ирттернĕ Максимовсем, çапах çемье тилхепине алăран вĕçертмен.

Палах, 4 ачана пăхса çитĕнтерме пĕртте çăмăл мар. Максимовсем ÿркенмен, кунĕн-çĕрĕн килти хуçалăхра та, колхозра та тăрăшса ĕçленĕ. Ачисем тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ, кашниех пурнăçра вырăнне тупнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;