Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш кĕнекине вулакан ырра вĕренет

Ачасемпе çамрăксене кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе Элĕкри тĕп библиотекăра «Вула, Элĕк ен» фестиваль иртет. Çак кунсенче унта «Шевле», «Çывăр, аптраман тавраш» телекăларăмсен ертÿçин Марина Карягина сăвăçăн «Хура тумлă арçын» кĕнекине пахаланă. Вулав залне чăваш литературине кăмăллакансем йышлăн пухăннă. А.Егорова библиотекарь çыравçăн биографийĕпе паллаштарнă. З.Удякова Марина Корягинăн повеçĕсемпе калавĕсене тишкернĕ, кĕнекесен сыпăкĕсене вуласа панă. Вулакансем кĕнеке тата авторĕ пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;