Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял тăрăхĕ отчет тăвать

Элĕк ял тăрăхĕ иртнĕ çулта мĕнлерех ĕçленĕ тата унăн малашнехи тĕллевĕсем еплерех?  Çакăн çинчен каласа пачĕ ял тăрăхĕ пуçлăхĕ Валериан Николаев ял çыннисен анлă пухăвĕнче. Вăл Элĕкри кульутрăпа кану центрĕнче иртрĕ. Валериан Семенович палăртнă тăрăх, пĕлтĕр ялсене хытарнă çулсемпе çыхăнтарссипе, тирпей-илем кĕртессипе, çынсене социаллă пулăшу парассипе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ.

Пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ А.И.Платонов сăмах каларĕ, ыйтусене хуравларĕ. Кун хыççăн Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи юрă-ташă ăстисемпе районти литературăпа краеведени халăх музейĕ çумĕнчи ветерансен ушкăнĕ хаваслă концерт кăтартрĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2009
00:00
Поделиться
;