Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ трактор туяннă

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра тĕрлĕ техника – 14 единица. Çав шутран урапаллă тракторсем – 5, гусеницăллисем – 3. Хуçалăхра вĕсемпе кирлĕ пек усă курма тăрăшаççĕ. Машина-трактор паркне çĕнетсе пыма та майне пĕлеççĕ.

Хуçалăхра 2006 çулта çĕнĕрен МТЗ-82 трактор туянăччĕ. Çак кунсенче вара «Белорусь-82» трактор илсе килчĕç. Ăна Иван Михайлов механизатор заводранах илсе çитернĕ. Çĕнĕ «хурçă ута» ĕçлеттерме те вăлах тивĕçнĕ. Ку техникăпа çĕре кăпкалатса  çемçетме, туртăм вăйĕнче усă курма та майсем пур.

Машина-трактор паркĕнче техникăна юсаса çур акине хатĕрлессипе ĕçсем çарăлса пыраççĕ.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 марта 2009
00:00
Поделиться
;