Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йышпă ĕçленин пĕлтерĕшĕ пысăк

Элĕк салин сăн-сăпачĕ юлашки çулсенче палăрмаллах çĕнĕлчĕ. Икĕ – виçĕ çул каялла çеç-ха çуран çÿрекенсем йĕпе – сапара пылчăк çăрнă. Халĕ – асфальт сарнă тротуар. Урам хушшисенче те тирпейлĕх палăрать. Хăтлă çуртсем çĕкленеççĕ, киввисем куç умĕнчех çухалса пыраççĕ. Эппин, вырăнти влаç çĕнĕлле ĕçлеме, самана таппипе утма тытăннă. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ ку тăрăхри ырă улшăнусене сăнанă май. Элĕк ял тăрăхĕн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма унăн пуçлăхĕпе Валерий Семенович Николаевпа тĕл пултăм. Калаçнă май вырăнти влаç халăх хушшинчи ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркеленине тата республикăри тĕллевлĕ программăсене пурнăçлассипе тăрăшнине туйрăм. Ку таранччен республикăри ялсенче пайтах пултăм, ăçта халăхпа ĕçлессине лайăх йĕркеленĕ – çавăнта  тирпей-илем хуçаланнине, тĕллеве пурнăçласа малалла çирĕп утнине асăрхарăм.

Валерий Семенович вырăнти влаç тилхепине 2003 çулхи çу уйăхĕнче тытнă. Унччен те яваплă тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе пысăк опыт пухнă.

Иртнĕ çулсенче аса илсе хăш-пĕр çын психологине ырă енне улăштарма çăмăл пулманнине палăртрĕ.

Элĕк ял тăрăхрĕ 10 яла пĕрлештерсе тăрать, унта 4221 çын пурăнать. Демографи лару – тăрăвĕ юлашки çулсенче ырă енне улшăнни палăрать: иртнĕ çул  41 ача çуралнă, 58 çын вилнĕ.

Тавралăха тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă ĕç çинчен В. Николаев çапла  каласа пачĕ:

  - Иртнĕ çул ку енĕпе курăмлă ĕçлерĕмĕр. Район ертÿçисем те çак ĕçе пысăк тÿпе хыврĕç. Пĕтĕмпе 1 миллион  та 847 пин тенкĕлĕх ĕç турăмăр. Унччен кашни канашлу-семинартах пире асăрхаттарчĕç, салана йĕркене кĕртĕр  тетчĕç. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турăмăр, хамăр ума пысăк тĕллев лартрăмăр. Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем вăйĕпех çакăн чухлĕ ĕç тăваймастăмăр. Чи малтан депутатсемпе ял старостисене вырăнтан хускатрăмăр,  предприятисемпе учрежденисене явăçтартăмăр. Харпăр хăйне çирĕплетсе панă территорисене тирпей-илем кĕртессипе пурте яваплăха туйса ĕçлерĕç. Çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем туянтăмăр, вĕсене нумай хваттерлĕ çуртсен умне тата урамсене вырнаçтартăмăр. Вĕсене валли санитарии нормисене пăхăнса ятарлă вырăнсем хатĕрлерĕмĕр.

Иртнĕ çул ял тăрăхĕн территорине тасатмалли план-схемăна çирĕплетрĕмĕр.  Палах, тумалли татах та нумай анчах чи кирли - çынсем те яваплăха туйма пуçларĕç. Халăхпа тунă  ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Тĕп урамра, тротуар хĕррипе, çынсем пурăнакан кил-çурт умĕпе карта тытрăмăр. Çу кунĕнсенче район центрĕнче чечек клумбисем, çĕнĕ газонсем тума палăртрăмăр. Ку ĕçе халăхпа тăватпăр.

Территорири пĕвесемпе кÿлĕсене йĕркене кĕртетпĕр. Салари пĕвесене те хăтлăх кÿтĕмĕр, юшкăнран тасатрăмăр. Иртнĕ çул Иçенек плотинине юсарăмăр. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçламан пулсан çурхи шыв ăна татса каятчĕ. Пирĕн тăрăхра виçĕ масар. Унта та тирпей-илем кÿрессипе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Выльăх çăвисем тавра та санитарипе  эпидемиологи ыйтнă пек йĕрке турăмăр.

Тĕрĕслекен органсем темиçе çул канăç памарĕç, штраф та тÿлерĕмĕр. Тинех çак ыйтăва татса патăмăр.

        - Валерий Семенович. Кивĕ, çĕрĕшнĕ çуртсен шăпине мĕнле татса паратăр?

Çак ĕçе республикăри тĕллевлĕ программăпа киллĕшÿллĕн йĕркелесе пыратпăр Иртнĕ çул 30 хваттерлĕ çурт тума тытăнтăмăр. Кăçал ăна хута яратпăр. Подрядчик объекта вăхăтра вĕçлеме шантарать. Çĕнĕ çурт Элĕк салин сăнне илемлетĕ. Хитрее, чаплă çурт. Хваттерĕсене пайласа тухнă, хуçисем паллă. Чи малтан Совет урамĕнчи 4 тата 8 хваттерлĕ çуртсенчи, Чапаев урамĕнчи 4 çемье, октябрь урамĕнчи 12-мĕш çуртра пăсма палăртрăмăр. Кĕçех 24 хваттерлĕ çĕнĕ çурт çĕклеме тытăнатпăр. Вăл е ку çуртра ăçта лартассине район центрне аталантармалли тĕп планпа килĕшÿллĕн йĕркеленсе пыратпăр. Малтанхи пек ăçта кирлĕ унта çурт çавăраймăн. Юлашки вăхăтра уйрăм çынсем те çĕнĕ, хăтлă çурт лартма тытăнчĕç. Ун пеккисем Чечек, Çамрăксен тата Кăнтăр урамсенче ытларах. Хальлĕхе татса паман кăткăс ыйту - çак урамсенче автоçул çукки. Хамăр вăйпа çак ĕçе пурнăçлаймăпăр. Проекчĕсене икĕ çул каяллах хатĕрлерĕмĕр. Çĕнĕ урамсене электроэнергипе тивĕçтерессине ял тăрăхнĕ хăй çине илчĕ. Кăçалтан вĕсенче те каçсерен çутă пулĕ.

Пирĕншĕн чи пысăк пулăм – «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайни. Ял тăрăхĕ сывă пурнăç йĕркине сарассине районта йĕркелесе ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче яланах малтисен ретĕнче малалла, татах та пысăкрах çитĕнÿ тума шанăç пур. Çĕнĕ ФСК пире çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

- Вырăнти влаçăн полномочийĕсем ÿссе пынă май яваплăх та ÿсет пулĕ?

Çапла, хăй тытăмлăх çинчен 131 – мĕш саккун вăя кĕнĕренпе ял тăрăхĕнчи ĕç-пуçа хамăрах йĕркелесе пыратпăр. Малтан çак ыйтусене пĕтĕмпех район ертÿçисем татса панă, халĕ вырăнти влаç. Тĕрĕссипе эпир маларах укçа шутне те пĕлмен, пире мĕн хушнă çавна пурнăçланă. Укçа-тенкĕ пирки шухăшламан. Халĕ вырăнти бюджетăн тупăш пайне ÿстерессипе те çанă тавăрсах ĕçлетпĕр. Унсăран социаллă ыйтусене татса параймăн. Сăмахран, иртнĕ çул хамăрăн тупăша маларах палăртнинчен 125 процент ытларах пурнăçларăмăр. Ку территорие  тирпей-илем кÿрес ĕçре самаях витĕм кÿчĕ. Вырăнти лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăратпăр, çавăнпа пирĕн полномочисене ÿстерни питех те вырăнлă. Малашлăх тĕллевсем пысăк. Акă нумай хваттерлĕ çуртсен хушшинче ачасем вали вылямалли площадкăсем тумалла.

Тĕпрен илсен, халăхпа тунă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине шута илсе, вăл е ку ĕçе пурнăçланă чух пурне те явăçтарма тăрăшатпăр. Общественноç та аякра юлмасть. Ветерансен канашĕн ĕçне ырăпа асăнас килет. Хăй вăхăтĕнче район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă хастар ветерансем паян та стройра. Вĕсен ертÿçи – Гурий Терентьев.           



"Хыпар"
28 марта 2009
00:00
Поделиться
;