Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Отчет тăваççĕ

Районта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсем пыраççĕ. Çакăн тĕллевĕ – халăха çулталăкра туса иртттернĕ ĕçсем çинчен каласа парасси, малашлăх тĕллевĕсемпе палаштарасси.

Отчет пухăвĕсем Элĕк, Крымсарайкка, Ураскилт, Питĕшкасси,Тавăт, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче иртнĕ те ĕнтĕ. Ял пуçлăхĕсем 2008 çулхи ĕçсем çинчен  отчет туса панă, умри тĕллевсене палăртнă. Ял çыннисем кунашкал тĕл пулусенче ырă канашсем параççĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкерсе асăрхаттараççĕ, тĕрлĕ ыйтусемпе лайăх хуравсем илеççĕ. Яланхи пекех, çак тĕл пулусем художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕсемпе вĕçленеççĕ.

Çывăх вăхăтрах Тени, Юнтапа, Мăн Вылă, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче те отчет пухăвĕсем иртеççĕ.   



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 марта 2009
00:00
Поделиться
;