Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсене юсамасăр май çук

Çул-йĕр ĕçченĕсем пĕлтĕрхи çул тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ? Çак тата ытти ыйтусене хускатрĕç ятарлă комисси ларăвĕнче. «Алиководорстрой» общество ертÿçи А.Семенов район территорийĕнчи хăш-пĕр çулсем хытă арканнине, анчах вĕсене юсама укçа-тенкĕ сахал уйăрнине пĕлтерчĕ. Хĕл кунĕсенче те ĕçсĕр ларман, çулсене юртан тасатнă, çавăн пекех йывăç-тĕмсене каснă. Çанталăк ăшăтсан шăтăк-путăксене сапласшăн. Тени, Вырăс Сурăм, Элĕк-Юнтапа çулĕсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла пулĕ.

Комисси техникăна тĕрĕслев витĕр кăларасси пирки те калаçу хускатрĕ. График хатĕр. Çавăнпа та техникăна тĕплĕ хатĕрлемелле, çитменлĕхсене хальтерех пĕтермелле.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2009
00:00
Поделиться
;