Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр пушă ан вырттăр

Пирĕн патра пĕр пусăм çĕр те усăсăр ан вырттăр - çакăн пек тĕллев лартнă Ехремкасси ял тăрăхĕнче. Апла пулсан, çĕр ĕçне инвесторсене ытларах хутшăнтармалла, участоксене нумай вăхăтлăха арендăна памалла. Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хуçалăхсен ертÿçисене çур аки тапхăрĕнче пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртессипе татăклă тĕллевсем лартма хушнă.

Халĕ ял тăрăхĕн çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ Е.Леонтьева кашни лаптăка тĕрĕслесе шута илет. Никам та ыйтман çĕр пайĕсене ял тăрăхĕ çине куçарма хатĕрленеççĕ. Çавăн пекех харпăр хăй хушма хуçалăхĕ валли çĕр участокĕсем уйăрса пама ыйтса çырнисене йышăнаççĕ. Теприсем тата лаптăксенчи ĕçсене пурнăçлама йывăртан хăйсен пайĕсене пăрахăçласшăн. Кусем ытларах ватăрах çынсем. «Авангард» хуçалăхри çĕр пайĕсене илнисем хăйсен территорийĕсенчи лаптăксене В.Журавлев фермер хуçалăхне шанса панă. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 апреля 2009
00:00
Поделиться
;