Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурхи малтанхи субботниксем

Çуркунне çитрĕ, çавна май тавралăха çÿп-çапран тасатасси, урамсене, парксене, çуртсен таврашне тирпей-илем кÿресси - хальхи тĕп задача.

Çынсем пурăнакан территорисенче йĕрке тăвассипе, илемлĕ сăн кĕртессипе - санитарипе экологи енĕпе тасатассипе малтанхи мероприятисем пуçланчĕç. Пур ял тăрăхĕсенче те апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 5-мĕшĕччен санитарипе экологи енĕпе тасатассипе уйăхлăх ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Культура учрежденийĕсен, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем юр кайнă хыççăн малтанхи тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçларĕç.

Элĕк салинчи Колхознăй урамĕнче йывăçсемпе тĕмсене санитари енĕпе каснă. Райцентра тирпей-илем кÿрес ĕçе райпора, тĕп больницăра ĕçлекенсем те хутшăнчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;