Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк шкулĕнче – регионти семинар

Элĕкри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекенсен семинарĕ пулчĕ. Унта кÿршĕри Тутар, Пушкăрт республикисенчи тата Самар, Ульяновск облаçĕсенчи представительсем, ЧР вĕрентÿ институчĕн сотрудникĕ – педагока наукисен кандидачĕ Е.П. Кондратьева ертсе  пынипе хутшăнчĕç.

Элĕкри вăтам шкулти чи пысăк категориллĕ вĕрентекенсем: Т.Ч. Чашкова, Ф.Н. Иванова, Н.Л. Иванова, Г.Г. Арсентьева хăйсен пултарулăхне уçă уроксем, ытти мероприятисем ирттерсе кăтартрĕç. Директор ĕçĕсене пурнăçлакан В.К. Волков ертсе пынипе шкулта проектпа презентацилесси те пулчĕ. Çавăн пекех В.М. Путеровăн тата Т.Г. Чашкован электронлă пособийĕсемпе усă курассипе вĕрентÿ семинари те иртрĕ. Юлашкинчен семинара хутшăннисем Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;