Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кулленхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн актсен залĕнче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем кăçалхи виçĕ уйăхри ĕçе тишкерчĕç.

Петр Степанов 2009 çулхи кăрлач - пуш уйăхĕсенче Элĕк районĕнче 73 преступлени регистрациленине палăртрĕ. Çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 19,8 процент сахалрах. Пĕчĕк йывăрĕшлĕ преступленисене 51 шута илнĕ. Вăтам йывăрĕшлĕ преступленисен шучĕ 24,1 процентран 31,8 процента çити ÿснĕ. Çавăн пекех йывăр преступленисен шучĕ те пĕчĕкех мар, 7 регистрациленĕ. «Право йĕркине пăснине тĕпчесе уçса парасси – 95,8 процентпа танлаштарĕ, пĕлтĕрхинчен кăтарту лайăхрах», - пĕлтерчĕ хăйĕн докладĕнче шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

ЧР Шалти ĕçсен пайĕн министрĕ В.В. Антонов виçĕ уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе Элĕкри йĕркелĕх хуралçисен ĕçне лайăх тесе хакларĕ.   



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;