Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пепкесем хутшăнсах пыраççĕ

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ виçĕ уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çак тапхăрта пирĕн районта çут тĕнчене 52 пепке килнĕ. Пĕлтĕрхи виçĕ уйăхрипе танлаштарсан, 8 ача нумайрах çуралнă. Ку йышран 24-шĕ – арçын ачасем, 28-шĕ – чиперуксем.

Пирвайхи пепке 21 çемьере хĕвел çути курнă, иккĕмĕш ача - 12 çемьере, тепĕр 12-шĕ – виççĕмĕшсем, улттăшĕ – тăваттăмĕшсем, пĕр ача пиллĕкмĕш пулса тăнă.

Кăçалхи 3 уйăхра 92 çын çут тĕнчерен уйрăлнă (пĕлтĕрхинчен 4 çын нумайрах). Çак шутран 44-шĕ – арçынсем, 48-шĕ – хĕрарăмсем.

2009 çулхи кăрлач – пуш уйăхĕсенче 22 мăшăрланăва шута илнĕ (пĕлтĕрхинчен 6 нумайрах). 19 мăшăра савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ. Ытларах 18-24 çулсенчисем пĕрлешнĕ. Виçĕ уйăхра 12 мăшăр уйрăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;