Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр улми те, тĕш тырă та ÿстерет

Янкурасри «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ кăçал 250 гектартан кая мар çĕр улми лартма тата çурхи тырăсене 100 гектар акма палăртнă. «Иккĕмĕш çăкăра» лартма «Ред-Скарлетт», «Импала», «Рокко» тата ытти сортсене янтăланă. Паянхи кун тĕлне минерал удобренийĕсене 110 тонна туяннă, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ. Кăçал лизингпа ХТЗ-150К-09 кустăрмаллă трактор илнĕ. Çĕр улми туса илсе пухса кĕртме урăх çĕр-шывра туса кăларнă ял ху-алăх машини, пĕрер «Беларусь-1221», «Беларусь-1025» тата пиллĕк «Беларусь-82.1» трактор пур. Çулсерен иртекен техника тĕрĕслевне 19 тракторпа прицеп тăратнă, вĕсенчен 17-шĕ талон-допуск илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;