Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăйлисем çĕнтернĕ

Элĕкри вăтам шкулта «Президент ăмăртăвĕсем» ятпа районти сывлăх фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – 7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче чи вăйлисене палăртасси сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси.

Командăсенче 5-шер арçын ачапа  хĕр ача тупăшнă. Вĕсем 300 тата 1000 метра чупнă, арçын ачасем турник çинче туртăннă, хĕр ачасем урайĕнчен алăпа çĕкленнĕ, çавăн пекех ытти вăй-хал хăнăхтарăвĕсене пурнăçланă.

Пĕрремĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи Роман Андреев тухнă, иккĕмĕшĕнче – Тавăт шкулĕнчи Александр Скворцов, виççĕмĕшĕнче – Максим Архипов (Элĕк шкулĕ). Хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăнта – Ольга Капитонова (Тени шкулĕ), иккĕмĕшĕнче – Елена Герасимова (Тавăт шкулĕ), виççĕмĕшĕнче – Констанция Капарова (Тени шкулĕ).

«Президент ăмăртăвĕсенче» Тавăт шкулĕн команди çĕнтернĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Тени тата Элĕк шкулĕсен командисем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;