Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăмăллатнă кредит пулăшать

«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял çыннисем харпăр хăй хуçалăхне çĕклес тесе патшалăх паракан çăмăллатнă кредитпа ытларах та ытларах усă курма пуçларĕç. Акă, кăçал кăна 31 кил хуçалăха 3933 пин тенкĕлĕх кивçен укçа панă. Çав шутран Раççей Перекет банкĕ урлă 2465 пин тенкĕлĕх 19 кредит, Ял хуçалăх банкĕнчен – 1433 пин тенкĕлĕх 11 кредит, «Килĕшÿ» банкран – 35 тенкĕлĕх 1 кредит.

Наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пурĕ 209 миллион та 637 пин тенкĕлĕх 1621 кил хуçалăха кивçен укçа парса пулăшнă. Урăхла каласан, харпăр хăй хушма хуçалăхсен 17,9 проценчĕ çăмăллатнă кредитпа усă курнă.

Элĕк ял тăрăхĕнчи 11 çын – 1640 пин тенкĕлĕх, Крымсарайккă ял тăрăхĕнче пурăнакансем – 460 пин тенкĕлĕх, Чăваш Сурăм тăрăхěнчисем 325 пин тенкěлěх кредит илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;