Тирпей-илем хамăршăн
Район центрĕнчи предприятисемпе организацисен, учрежденисен тата ытти юридици харпăрлăхĕпе ĕçлекенсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, симěслетес тěлěшпе тумалли ěçсем çинче чарăнса тăчěç те канашлура.
Район пуçлăхĕ А.Платонов территорисене тирпей-илем кĕртессине кирлĕ шайра йĕркелемеллине каларĕ. «Хĕлле пухăнса кайнă, халĕ юр ирĕлсен çиеле тухнă тĕрлĕ çÿп-çапран хăтăлса малтанхи субботниксем Элĕкре иртрĕç те ĕнтĕ. Çул тата ун хĕрринчи ăпăр-тапăра пустарчĕç. Ку ĕç чарăнса лармалла мар, малалла та пымалла», - терĕ Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă та райцентра тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Çавăн пекех йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе те тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Çĕнтерÿ кунне хатĕрленесси пирки те манмалла мар.