Вăрлăх имçамлаççĕ, яровизацилеççĕ
Районти хуçалăхсенче кĕр тыррисен калчисене, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене апатлантарассипе ĕçсем пуçланчĕç. Ку ĕçе «Алмаз» общество пуринчен те малтан тытăнчĕ. Люцернăпа клевер уйĕсене пулăх тăварĕсемпе кĕске вăхăтрах 214 гектар апатлантарчĕç.
«Новый путь», «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсенче акмалли тĕш тырă культурисене имçамлаççĕ. Çĕр улми вăрлăхне яровизацилесси те кал-кал пырать. Çак ĕçе 2000 тонна пурнăçланă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета