Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Яла çĕнĕ сăн кĕрĕ

Çĕр пичĕ типсе пынă май тавралăха тасатас, тирпейлесе пуçтарас ĕç пуçланчĕ. Кил хуçисем урамсене йĕркене кĕртеççĕ, çурт умĕсене тасатаççĕ.

Элĕк районĕнчи Шор-Пайраш ялĕнче пурăнакан Вадим Васильев тусĕпе Николайпа акана тухиччен Тарье кинемее пулăшма шутларĕç. Кунĕпех тăрмашрĕç ун пахчинче. Хăрнă йывăçсене, хуçăлса ÿкнĕ туратсене  пуçтарчĕç, татса тирпейлерĕç.

Кĕçех йывăç-тĕм ешĕл тум тăхăнĕ. Яла çĕнĕ сăн кĕрĕ.



"Хыпар"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться