Районта ĕçлекенсем - 2322 çын
Патшалăх статистикин Чăваш Республикипе ĕçлекен Федераци службин территори органĕ пĕлтернĕ тăрăх, районти организацисенче (пĕчĕк предпринимательсене шутламасăр) ĕçлекенсен йышĕ кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 2322 çын пулнă. Пĕлтĕрхи икĕ уйăхрипе танлаштарсан, ÿсĕм 94,8 процент, 2008 çулхи нарăс уйăхĕ тĕлне – 96 процент, кăçалхи кăрлач уйăхĕ тĕлне – 100,1 процент.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен йышĕ вăтамран 98,3 процентпа танлашнă, продукци тирпейлесе хатăрлекен отрасльте – 95,1 процент, курттăммăн тата ваккăн суту-илÿ тăвакан сферăра – 94,7, электроэнергипе, газпа, шывпа тивĕçтерекен ĕçре – 78,7 процент, вĕрентÿре – 90,1 сывлăха сыхлас тата социаллă пулăшу парас ĕçре 99 процент.