Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Арçынсем хастарлăх кăтартрĕç

Вутлан ялĕнчи «Зеленая» урамра пурăнакансем праçник кунĕсенче те кĕреке хушшинче савăнса лармарĕç, пурте пĕр шухăшлă пулса майăн 1-мĕшĕнче тавралăха тирпейлесе тасатрĕç, тепĕр кунхине вара арçынсем ял урамĕн хапхине юсарĕç. Вун ултă çынран тăракан арçынсен ушкăнĕ (пурте вĕсем «Зеленая» урамра пурăнаççĕ – авт.) юпасене те улăштарчĕç, картасене те çĕнетрĕç.

Мĕнех калăн, «Зеленая» урамра пурăнакансем чăннипех те туслă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2009
00:00
Поделиться